Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн И.Я. Яковлевӑн тӑван ялӗнче, Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкинче, чӑваш чӗлхи кунне тата ял уявне анлӑн ирттернӗ.
Кӑнна Кушкине Шупашкартан Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ С.Д. Казаков, Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн ертӳҫи В.Я. Щадриков, Президиум пайташӗ Г.Л. Никифоров, «Чӑваш ялӗ» комитетӑн ертӳҫи Э.К. Бахмисов, спорт комитечӗн ертӳҫи В.П. Васильев, ЧНК-ан Ҫӗpnӳ, Красноармейски, Комсольски районӗсенчи уйрӑмӗсен ертӳҫисем, ЧНК ытти хастарӗ ҫитнӗ.
И.Я. Яковлев Кӑнна Кушки кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ял халӑхӗ ӑна паянхи кун та лайӑхпа асӑнать теҫҫӗ. Ялта икӗ хутлӑ шкул ҫумӗнче — Яковлева асӑнса лартнӑ палӑк.
Кӑнна Кушки шкулӗ халӗ Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Шурӑ кирпӗчрен купаласа тунӑ шкул аякранах мӑнаҫлӑ курӑнса ларать, анчах унта 10–20 ҫул каялла чухнехи пек шавлӑ мар иккен: пӗтӗмпе те 17 ача вӗренет. «Ача йышӗ Кӑнна Кушки шкулӗн пуласлӑхӗ ҫиpӗпex маррине кӑтартать. Унта Яковлев ятне упраса хӑварма интернат йышши 200–250 ача вӗренмелӗх лицей уҫсан тин шкулне сыхласа хӑварма пулать», — тесе шухӑшлать ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, ЧНК вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ Геронтий Никифоров.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкулӗнчи ача пахчинче Соловьева Светлана Геннадьевна воспитатель ертсе пынипе уяв иртрӗ. Вӑл пухӑннисене Иван Яковлев пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, авалхи чӑвашсем ҫинчен, асатте-асаннесен, ват асаттесемпе ват асаннесен йӑли-йӗркисем ҫинчен аса илтерчӗ.
— Чӑвашсем хӑнасене яланах ҫӑкӑр-тӑварпа, киле кин кӗртсен те мӑшӑра яланах ҫавра ҫӑкӑрпа кӗтсе илнӗ. Ҫӑкӑра халалланӑ ваттисен сӑмахӗсем чӑвашсен нумай. Ваттисем ҫамрӑксене пурнӑҫра аслисене хисеплемеллине яланах аса илтерсе тӑнӑ. Ӗлӗкхи чӑвашсен ҫакӑн пек тӗллев пулнӑ: кил-ҫурт ҫавӑрмалла, йывӑҫ лартмалла, ҫӑл авӑтмалла тата ача-пӑча ҫуратмалла, ывӑл ҫуратса хӑйӗн хыҫҫӑн йӑх хӑвармалла.
Пӗчӗккисем тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене кам маларах пӗлессипе тупӑшрӗҫ. Чӑваш юррисене юрларӗҫ, вӑйӑ вылярӗҫ, ташларӗҫ. «Асамат кӗперӗ», «Илемлӗ, илемлӗ», «Сар каччӑ» юрӑсене ачасем хӑйсен уҫӑ сассисемпе юрласа куракансене савӑнтарчӗҫ. «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» вӑйӑра кашниех маттур пулчӗ.
Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкне халалласа Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Красноармейски районӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен пултаруллӑ ушкӑнӗ пуҫарнипе Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Упи шкулӗнче Аслӑ поэтӑмӑрӑн вилӗмсӗр «Нарспине» пӑхмасӑр илемлӗ вулассипе ӑмӑрту иртрӗ. Унта пурӗ районти шкулсенчи 13 вӗрентекен хутшӑнчӗ. Вулакансем поэмӑн кашни сыпӑкнех йӗркипе илемлӗ каласа пачӗҫ.
Хаклакансем кашни вулакан куракансене хӑйне епле итлеттерме пултарнине, чӗлхе уҫӑмлӑхне, поэма сыпӑкӗн хӗрӳ саманчӗсене палӑртма пултарнине тата сӑнарсен кӑмӑл-туйӑмне уҫса пама тӑрӑшнине шута илчӗҫ. Ҫивӗч тупӑшура пӗрремӗш вырӑна Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗнчи З.П.Михайлова тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Алманч шкулӗнчи Т.Ю.Григорьева тата Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн методисчӗ И.М.Федорова тивӗҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Карай шкулӗнчи А.Ю.Никандрова тата Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Упи шкулӗнчи В.В.Васильева ҫӗнсе илчӗҫ.
Маттур вӗрентекенсене ӑшшӑн саламлатпӑр!
Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑ куна халалласа тата Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тума паян Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗ умӗнчи палӑк умне культурӑра тӑрӑшакансем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пуҫтарӑннӑ.
Официаллӑ ҫынсен йышӗнче вӗренӳ министрӗн ҫymӗ Светлана Петрова, Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн ҫумӗ Петр Ивантаев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Валери Туркай тата ыттисем те пулнӑ.
Пухӑннисем хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси чи пысӑк ыйту пулнине, ҫaк енӗпе пурин те тимлӗ ӗҫлемеллине палӑртнӑ тесе хыпарлать ЧНК пресс-служби.
Уява Шупашкартан кӑна мар, районсенчен шкул ачисем те ҫитнӗ. Bӗcem чӑваш чӗлхине мухтаса, ӑна сума сунине пӗлтерсе хӑватлӑн сӑвӑсем каланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ.
Юлашкинчен пурте пӗрле пулса палӑк умне чӗрӗ чечек хунӑ.
Ыран Чӑваш Ен тата чӑваш халӑхӗ Чӑваш чӗлхи кунне уявлӗ. Унта ҫыхӑннӑ мероприятисем эрне пуҫламӑшӗнчех пуҫланнӑ ӗнтӗ, ытларах пайӗ паян иртӗ. Чӑваш Республики пирӗн тӑван чӗлхене хисеплеме, ӑна упрама тата аталантарма майсем туса памалла. Кун пирки «Чӗлхесем пирки» саккунра ҫырса хунӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ вара чӑваш халӑхӗн шанчӑкне ҫухатмасӑр ӗҫлеме тупа тунӑ. Ку вара Чӑваш Республикин Конституцине хӳтӗлессипе, саккунсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлӗп тенипе тан.
Шел те, юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр ыйту тавра вара чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне, культурине упрасси тата аталантарасси пирки шута илме пӑрахаҫҫӗ. Сӑмах кунта чӑваш чӗлхи пирки, вӑл патшалӑх чӗлхи пулнӑ май унпа пӗр тан усӑ курасси пирки. Эктор Алос-и-Фонт Шупашкарта тупса палӑртнӑ тӑрӑх нумай пулмасть хӑш-пӗр ҫуртсем ҫине ҫӗнӗ табличкӑсем ҫакнӑ. Кӑна вӑл «Пӗртанлӑх» кун кӗнекинче палӑртнӑ. Ленин проспекчӗн 47-мӗш, Мир проспекчӗн 82а, Мир проспекчӗн 78д ҫурчӗсем ҫине табличкӑсене вырӑсла кӑна ҫакнӑ. Вӗсем унччен пулман имӗш.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче республикӑра чӑваш чӗлхин эрнелӗхӗ пуҫланнӑ. Ҫавна май район-хулара тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ялӗнче те акцисем ирттерме палӑртнӑ.
Унта малтанах район шайӗнче «Районти чӑвашла диктант» акци ирттернӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленӗ. Акци йӗркелӳҫисем ку чӑвашла ҫырас культурӑна аталантарма пулӑшассине те шаннӑ.
Апакассинчи шкулта чӑвашла диктанта 24 ҫын ҫырнӑ. Унта ашшӗ-амӑшне, ытти учрежденире ӗҫлекенсене те чӗннӗ. Шкул директорӗ Ганна Андреева та, Апакассинчи вулавӑш заведующийӗ Алевтина Иванова та, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Елена Павлова та ыттисемпе пӗрле диктант ҫырнӑ.
Диктант тексчӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Акци лайӑх шайра иртнине палӑртаҫҫӗ апакассисем.
Етӗрнери «Росинка» ача пахчинче чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн чӑваш поэзийӗн кунӗ иртнӗ. Ҫав кун вӑтам тата аслӑ ушкӑнсенчи ачасем музыка залне пухӑннӑ.
Мероприятие етӗрнесем «Пӗчӗк ҫеҫ путене» ят панӑ. Малтанах ача пахчине ҫӳрекенсем чӑваш классикӗн, поэчӗн Константин Ивановӑн пултарулӑхӗпе хӑтлав пӑхса паллашнӑ. Унтан вӗсем «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне фонограммӑпа итленӗ.
Кусем пӗтӗмпех пӗчӗк ачасене хавхалантарнӑ. Шӑпӑрлансем артист евӗрех сӑвӑсем вуланӑ. Уйрӑмах Ксюша Касеева, Артем Яковлев, Кристина Ядроавкина палӑрнӑ.
«Пӗчӗк ҫеҫ путене» конкурс ҫӗнтерӳҫисене пурне те грамотӑсемпе чысланӑ.
Акан 24-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртмелле. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫал текста Леонид Маяксем паллӑ чӑваш ҫыравҫи хайлавӗнчен илнӗ.
Диктант 13 сехетре пуҫланать. Унта хутшӑнас тесен ятарласа хатӗрленӗ вырӑна ҫитмелле, е диктант бланкне уҫласа илсе наци радиовӗпе итлесе е Чӑваш наци телекуравӗн сайтӗнче пӑхса компьютерпа ҫырма пулать. Бланка пичетлесе алӑпа ҫырма та юрать. Диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн бланка 10–15 минут хушшинче dictant2015@yandex.ru адреспа ярса памалла.
Диктант ҫырмалли ятарлӑ вырӑнсене И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультетӗнче (Президент бульварӗ, 19а ҫурт, 201 тата 400 аудиторисем), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче (М. Горький проспекчӗ, 5-мӗш ҫурт, пуху залӗ тата 215 аудитори) тата Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче (14, 17, 20 аудиторисем) хатӗрлӗҫ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Шупашкарти троллейбуссенче салам хучӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫак транспортра ҫак эрне хушшинче ҫакӑнса тӑрӗҫ — акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен.
Уйрӑммӑн каласа хӑварас пулать — салам хучӗ ҫине чӑваш сӑвӑҫисен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла пӗлекен кашни ҫын вӗсене троллейбусра вулама пултарать.
«Ирӗклӗх» — чӑваш чӗлхине аталантарас тата сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлӗхӗ. Вӗсем ҫак акцисем ирттернипе палӑрнӑ: «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарнипе, тӗрлӗ кӑтартмӑшсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтарнипе (т-х: «Кайиччен ҫутта сӳнтерӗр») тата ыт. те. Пӗрлӗх час-часах тӗрлӗ учрежденисене чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗнекен ҫырусем ҫырать.
Красноярск енӗнчи чӑвашсен автономийӗн канашӗ вӑл тӑрӑхрисем чӑваш чӗлхи кунне ирттерме хатӗррине пӗлтерет.
Ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче унти хастарсем ҫак мероприятие епле йӗркелесе ирттерессине палӑртма черетлӗ хутчен пуҫтарӑннӑ. Чӑваш чӗлхи кунне инҫетри йӑхташӑмӑрсем ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уявлӗҫ. Аса илтеретпӗр, ҫав кун тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӑмӑр, мухтавлӑран та мухтавлӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне ирттернипе пӗрлех Красноярск чӑвашӗсем конференци те пухӗҫ. Анлӑ мероприятисен йышӗнче чӑваш чӗлхи урокӗпе Чӑваш Енри эстрада артисчӗсен пысӑк концертне те палӑртнӑ. Конференцире вара тӑван чӗлхепе халӑхӑмӑр культурине упраса хӑварас тесе крайра туса ирттерекен ӗҫсене тишкерӗҫ. Ҫак тӗлӗшпе мӗн туса ҫитерейменнине сӳтсе явнӑ май малашлӑх плансене те палӑртӗҫ.
Крайри чӑвашсен автономине йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫитнӗ май килес ҫул виҫҫӗмӗш съезд ирттерес ыйтупа та калаҫма шухӑшлаҫҫӗ.
Конференци тата чӑваш чӗлхи кунӗ Красноярск хулинчи Металлургсен проспектӗнчи 22-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Культура керменӗнче ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.